Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ пулнӑ Михаил Резников Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Михаил Резникова пуҫлӑха лартни пирки предприятин сайтӗнче хыпарламан, анчах унта РФ Ҫарпа промышленнӑҫ коллегийӗн ертӳҫи Олег Бочкарев килсен пысӑк хӑнана Михаил Резников ертсе пыни паллӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ку пукансӑр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пурччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламанччӗ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн XXVI конференцийӗ иртнӗ.
Унта партин регионти уйрӑмне ертсе пынӑ Николай Малов ку тивӗҫе пӑрахассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти секретарьне, Николай Малова, РФ Патшалӑх Думинчи депутат мандатне панӑччӗ. Федераци Пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври Патшалӑх Думин депутачӗн пушаннӑ мандатне Николай Малова пама йышӑннӑччӗ.
Шупашкарти эрнекунхи конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие тата унӑн пайташӗсене пысӑка хурса хакланӑ.
Конференцире Валерий Филимонова партин регионти уйрӑмне ертсе пыма шаннӑ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владислав Софронов ӗнер ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ирех пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер тата тепӗр ҫын та унчченхи пукана хӑварнӑ. Ку ҫын — Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков. Контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл ҫырнине Районти депутатсен пухӑвӗ ӗнер черетсӗр, 22-мӗш, ларӑва пухӑнсах пӑхса тухнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Яков Григорьев пурнӑҫлать.
1965-мӗш ҫулта Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗччӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗччӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ.
Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ.
Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли ҫӗнӗ директор шыраҫҫӗ. Аса илтерер: унччен ӑна Эльвира Казакова ертсе пынӑ. Кӑҫал вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнче ӑна тытса чарнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса вара раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кандидатсен мӗнле пулмалла-ха? Вӗсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педгог должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле. Кандидатсен судпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулмалла мар.
Халӗ Эльвира Казакова килти арестра ларать. Вӑл ачасене шкула йышӑннӑ чухне сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапах шкул сайтӗнче вӑл директор должноҫӗпех тӑрать.
Иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ вун тӑваттӑмӗш сессийӗ ӗҫленине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ун чухне хыснана улшӑну кӗртнипе пӗрлех пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Ҫавсенчен чи пӗлтерӗшли — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине, чӑваш парламентӗнчи ҫак партин фракцийӗн ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ должноҫе лартни.
Аса илтерер, парламентри тӳлевлӗ пуканшӑн депутат ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созывне суйланнӑранпах тапаҫланчӗ. Парламентри кирек епле партин пайташӗсене те ӗҫ укҫиллӗ должноҫ памаллине кура пӑтӑрмахлӑ ыйтупа суда та ҫитнӗччӗ. Иртнӗ эрнере тавлашу тинех татӑлчӗ: Игорь Молякова экономика тата агропромышленность комитечӗн ертӳҫин ҫумне лартма йышӑнчӗҫ.
Паянтанпа Ҫӗмӗрле хулине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырать. Пачах ҫӗнӗ тени те пӗр енчен тӗрӗсех мар-ха. Сити-менеджер тилхепине тыттарнӑ ҫын унччен те район администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма халӗ шаннӑ Алексей Григорьев унчченхи сити-менеджер Александр Зиновьев ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер, хула администрацийӗн сайтӗнче ун чухне А. Зиновьевӑн контракчӗ тухнине хыпарланӑччӗ.
Алексей Григорьев ҫӗнӗ должноҫе паянтанпа йышӑннӑ. Унӑн ӗҫ вӑхӑчӗ хальхи созыври хулари Депутатсен пухӑвӗн вӑхӑчӗ тухиччен пырӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ ларӑвне республикӑн вице-премьерӗ — экономика министрӗ Владимир Аврелькин та хутшӑннӑ.
Иртнӗ эрнекун ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев ӗҫрен каясси пирки сас-хура тухнӑ. Вӑл ку ӗҫре 12 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.
Пысӑк квалификациллӗ судьясен коллегийӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче отставкӑна кайнӑ. Ун вырӑнне Анатолий Петров йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫ пуканне шанса панӑ ӗнтӗ. Анатолий Петрова ӗҫтешӗсем, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский саламланӑ.
Анатолий Петров – Етӗрне районӗн ҫынни. Вӑл Шалти ӗҫсен органӗнче 8 ҫул следовательте ӗҫленӗ. ЧР Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ. 2013 ҫултанпа ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Паян Чӑваш Енре право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗ иртнӗ.
Ларура ют ҫӗршывсенчи ҫынсем РФ гражданинӗ ята илмесӗрех саккунсӑр майпа ӗҫление тӗплӗн сӳтсе явнӑ, йӗрке тумалли мерӑсене тишкернӗ.
ЧР Шалти ӗҫсен министерствин миграци ыйтӑвӗсемпе тимлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Митрафанов кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 474 ҫынна учета илнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — Украинӑран, Узбекистанран, Таджикистанран, Арменирен, Азербайджанран, Туркменистанран, Молдовинчен.
Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусенчен пӗри – халӑх вырӑс чӗлхине пӗлменни тенӗ докладҫӑ.
Канашлура хальхи вӑхӑтра туса ирттермелли тата татса памалли ӗҫсене палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |